Ҫурхи ейӳ Чӑваш Енре пӗлтӗрхилле пулмалла. Анчах та пуш уйӑхӗнче юр нумай ҫусан лару-тӑру ылмашма та пултарать. Юлашки ҫулсенче пӗр ҫур та ейӳсӗр, шыв илнисӗр иртменнине кура кӑҫал та ҫур лӑпкӑн иртсе каясса шанманнине Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пӗлтернӗ.
Ведомство асӑрханӑ тӑрӑх, раштав–нарӑс уйӑхӗсенче сывлӑш температури ытти ҫулсенчи вӑтам температурӑран 2–3 градус ӑшӑрах пулнӑ. Шыв ака уйӑхӗн пӗрремӗш вун кунлӑхӗнче юханшывсенче тулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра юр ытти ҫулсенчи вӑтам ҫӳллӗшӗнчен 2 сантиметр хулӑнрах-мӗн.
Яланхиллех Улатӑр хули пӑшӑрхантарать. Унта Подгорье текен микрорайонта 40–70 ҫурта шыв илет. Ҫӗрпӳ районӗнче пӗлтӗр хӳтӗлев сооруженийӗсем тума пуҫланине кура лару-тӑру лӑпкӑрах пуласса шанаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи фермер ӗҫӗ ҫине тин ҫеҫ тӑракан фермер симӗс сухана шывра ӳстерет. Ку технологие анӑҫри ҫӗршывсенчи ҫӗр ӗҫченӗсем усӑ кураҫҫӗ.
Кун пек мел пирки Михаил Михайлов фермер тӗнче тетелӗнче вуласа пӗлнӗ. Фермер хуҫалӑхне аталантарма вӑл патшалӑх паракан пулӑшупа усӑ курнӑ — грант выляса илнӗ. Укҫапа икӗ хутлӑ производство базине теплицӑпа пӗрле туса лартнӑ. Хальлӗхе унӑн теплици 175 тӑваткал метр йышӑнать. Фермер сӑнанӑ тӑрӑх, 45 сантиметртан вӑрӑм мар симӗс сухана халӑх уйрӑмах юратса туянать. Тӑкаксене саплаштарма ҫулталӑкра 3 тонна ӳстермелле. Фермер ун чухлӗ туса илме пуҫласса шанса ӗҫлет.
Чӑваш Енре ӗҫсӗр 5 016 ҫынна регистрациленӗ. Ку ӗҫлекеннисемпе танлаштарсан — 0,77 процент. Кун пирки ЧР патшалах ӗҫлев службин официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Муркаш районӗнче ӗҫ вырӑнне тупайманнисен йышӗ чи пӗчӗкки — 0,23 процент. Ҫӗрпӳ районӗнче вара — 0,32%, Етӗрне районӗнче — 0,35%, Елчӗк районӗнче — 0,41%, Вӑрмар районӗнче — 0,42%, Ҫӗмӗрле районӗнче — 0,43%. Чӑваш Енри организацисенче тулли мар кун ӗҫлекенсем — 14 751 ҫын. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем 2 231 ҫын валли пушӑ вакансисем пурри пирки пӗлтернӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялне ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Вӗсем Вӑрнар, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти шайри сцена ӑстисен тӗлпулӑвне Культура ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ.
Куракансене Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Ӗмӗт» ушкӑн, Якуртушкӑньти «Шанчӑк», Куславкка районӗнчи «Эткер», Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи «Кунер» тата «Шӳлкеме», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш» халӑх фольклор коллективӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи халӑх юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Сӗнтӗрвӑрринчен пынӑ «Шӳлкеме» вӑл тӑрӑхра салтака епле ӑсатнине туса кӑтартнӑ, йӑла-йӗрке ташшисене лартнӑ.
Сӑнсем (26)
Чӑваш Енре «Олимпиадӑпа ҫывӑхрах паллаш» акци малалла пырать. Ҫак тапхӑрта Олимп вӑййисен тӗп палли республикӑри мӗн пур шкулта, ача пахчинче тенӗ пекех пулса курнӑ. Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, факел Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен колонийӗнче пулнӑ.
Акци йӗркелӳҫисем палӑртнӑ пекех, Чӑваш Республикинче Олимп вӑййисен факелне кашниех тытса пӑхма, унпа сӑн ӳкерӗнме пултарать. Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен колонине факела РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, марафон чемпионки, Олимп вӑййисене хутшӑннӑ тата Шупашкарта Олимп эстафетинче ҫулӑм йӑтса чупнӑ Алина Иванова илсе ҫитернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑна колонире питӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, йӗплӗ пралук леш енчи хӗрарӑмсемпе калаҫу лӑпкӑн иртнӗ. Алина Иванова факелсӑр пуҫне хӑйӗнпе пӗрле медальсем илсе пынӑ. Спортсменка колонири хӗрарӑмсем ӑна пӗлнинчен, унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе кӑсӑкланнинчен тӗлӗннӗ. Йӑлапа килӗшӳллӗн тӗлпулу факелпа сӑн ӳкерӗннипе вӗҫленнӗ.
Аса илтерер: Шупашкарта Олимп ҫулӑмӗн эстафети пулнаранпа 1,5 уйӑх иртнӗ, Олимп вӑййисем вӗҫлениччен пӗр эрнене яхӑн юлнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче чӑваш прозаикӗ, поэчӗ, драматургӗ, публицисчӗ, сатирӑпа юмор ӑсти Аркадий Ӗҫхӗл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртмелле. Ҫав тӗле музейҫӗсем «Сӑввӑмсенче хӗвел нумайшӑн…» ятпа курав хатӗрлӗҫ. Унта сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа паракан кӗнекесемпе, хутсемпе паллашма май килӗ.
Вӑл 1914 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫхӗл «Канаш», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче, «Илемлӗ литература», «Ялав» журналсенче ӗҫленӗ. Чӑваш писателӗсен союзне ертсе пынӑ. Литературӑри ӗҫ-хӗлне иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче пуҫланӑ. 1935 ҫулта вӑл «Ырӑ кун» ятпа сӑвӑ пуххи кӑларнӑ. 1944 ҫулта «Ӑмӑрткайӑк» поэма ҫырнӑ хыҫҫӑн Ӗҫхӗл ячӗ анлӑ сарӑлнӑ. Хайлавра вӑл Совет Союзӗн Паттарӗ, чӑваш лётчикӗ Федот Орлов ҫинчен ҫырнӑ. Аркадий Ӗҫхӗл 50 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗпе эсир пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пултаратӑр.
Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ арҫынсен 9-мӗш колонийӗнче хӑрушсӑрлӑх пайӗнче кӗҫӗн инспекторта ӗҫленӗ 24 ҫулти арҫын шӑпине ҫывӑх вӑхӑтра унти район сучӗ татса парӗ.
Тӗрмере йӗрке тума тивӗҫ арҫын унта ларакансем валли карас телефонӗсем илсе кӗртсе панӑ иккен. Тепӗр тесен, тӗрмере ларакансем ун пек хатӗрсемпе усӑ курни вӑрттӑнлӑхах мар-тӑр-ха. Телефонсем тӗрмене хӑйсем тӗллӗн утса кӗрейменни паллӑ ӗнтӗ. Апла тӑк ку инспектор ҫакланнӑ тесе шухӑшламалла-ши?
Апла-и, капла-и, кӗҫӗн инспектор саккуна пӑснӑ фактсене икӗ хутчен тупса палӑртнӑ: пӗрремӗшӗнче вӑл пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче телефон илсе кӗнӗ, тепӗр хутӗнче — юпан 7-мӗшӗнче. Малтанхи хутӗнче вӑл ыр кӑмӑллӑхшӑн 3 пин тенкӗ тӳленипе «ырӑ» ӗҫ тума килӗшнӗ. Иккӗмӗш хутӗнче 4,4 пин тенкӗ тӑракан бензопӑчкӑ парсан пулӑшма килӗшнӗ.
Халӗ инспектора сӗтев илнӗ тесе айӑпласси пирки ӗҫе суда ярса панӑ.
Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстересси хальхи вӑхӑтра чи сӳтсе явакан ыйтусенчен пӗри шутланать тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн тӗп аграри ведомстви. Кун пирки ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов нумаях пулмасть Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлура та палӑртса хӑварнӑ иккен.
Чӑваш Енӗн стастисчӗсем иртнӗ ҫулхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑри аграрисен уйӑхи вӑтам ӗҫ укҫи 10 пин те 630 тенке ларнине пӗлтереҫҫӗ. 2012 ҫулхипе танлаштарсан шалу 11,2 процент ӳснӗ иккен-ха. Анчах республикӑри вӑтам ӗҫ укҫипе танлаштарсан, ҫак хисеп асӑннӑ суммӑн 56,1 проценчӗ кӑна пулать.
Шалу пӗчӗк курӑнни ӗҫлекенсен хисепне тӗрӗс шутланипе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче. Кунта ташлама пӗлменнине пӗр япала чӑрмантарать текен ваттисен сӑмахӗ аса килчӗ те, юрӗ, ун пирки чарӑнса тӑмӑпӑр. Ҫапах та ӗҫ тухӑҫлӑхӗ пӗчӗккисенче шалу та пӗчӗккине асӑнаҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле районӗнче, акӑ, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ кашни ҫын пуҫне 119 пин тенке ларать иккен. Ку вӑл — республикӑра чи пӗчӗкки. Тухӑҫ 120–450 пинлисенче уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 6–8 пин тенкӗпе танлашать-мӗн.
Топонимикӑн 1-мӗш олимпиадин ҫӗнтерӳҫисем паллӑ. Вӗсем ҫинчен инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче пӗлме пулать. 1-мӗш вырӑнсене вара виҫҫӗ ача ҫӗнсе илнӗ: Дарья Валиулина (Тутар Республики), Ксения Александрова (Канашри 3-мӗш шкул) тата Анастасия Федорова (Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкассинчи вӑтам шкул).
Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Тав ҫырӑвӗпе чыслать. Ачасем Хисеп хучӗсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Олипиадӑна хутшӑнннӑ шкул ертӳҫисем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн Хутшӑну сертификатне илме тивӗҫнӗ.
Чыслав хӑҫан пуласси ҫинчен хутшӑнакансене уйрӑм хыпарлӑпӑр.
Иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснисем «Ҫавал» ентешлӗх 20 ҫул тултарнине паллӑ туса савӑнӑҫлӑ уяв ирттернӗ. Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет.
Ҫӗрпӳсене саламлама чи малтан ентешлӗх ертӳҫи Владимир Егоров тухнӑ. Вӑл паллӑ радиожурналист, Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Чӑваш радиора вӑй хунӑ, хальхи вӑхӑтра наци радиовӗнче тӑрӑшать. Саламлакансен йышӗнче ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина пулчӗҫ, вӗсем районӑн чи маттур та хастар ывӑл-хӗрне Хисеп хучӗсемпе парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Шупашкарти коопераци институчӗн ректорне Валерий Андреева вара уйрӑм чыс турӗҫ — районӑн депутатсен пухӑвӗ иккен ӑна «Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗҫтернӗ.
Юрӑ-кӗвӗпе вара чылай ушкӑн кӑмӑла ҫӗклерӗ — уява килнисен кӑмалне уйрӑмах Чиркӳллӗ Ямашри «Ямаш» фольклор ушкӑнӗ ҫӗклерӗ. Ҫавӑн пекех «Цивиляночка», «Шурвар» ушкӑнсем те пулчӗҫ. Ача-пӑчасем те пултарулахпа савӑнтарчӗҫ — «Ҫавалсене» саламлама Ҫӗрпӳри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӑс пухакан ачасем ҫитнӗччӗ.
Эпир те Ҫӗрпӳ районӗн ентешлӗхне 20 ҫула ҫитнӗ ятпа саламлатпӑр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |